Моргаушский муниципальный округ

«Пĕрле пулсан эпир пур ыйтăва та татса пама пултаратпăрах»

«Пĕрле пулсан эпир пур ыйтăва та татса пама пултаратпăрах»
Çапла пĕлтерчĕ тĕл пулура Муркаш муниципалитет округĕн Чуманкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Белов.
Вырăнти пуçлăхпа килĕшмесĕр май çук. Николай Валерианович унччен ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, кăçалтанпа вара муниципалитет округĕн территори пайĕн пуçлăхĕнче пĕтĕмĕшле 11 çул тăрăшать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçин лавне кÿлĕниччен тăван хуçалăхра яваплă вырăнсенче тăрăшнă, кунтах çуралнă, кунтах пурăнать, ял çыннисене хумхантаракан, канăç паман ыйтусене те лайăх пĕлет.
Пĕр округра пурăнатпăр, вырăнсенчи лару-тăру, çынсене канăç паман ыйтăвĕсем те ытларах пур çĕрте те пĕр пекрех. Ниçта та хальхи вăхăтра пĕтĕмпех лайăх та, пĕтĕмпех япăх та теме пулмасть. Чуманкасси территори пайне илес пулсан вара юлашки вăхăтра çынсен пурнăç шайне лайăхлатассипе туса ирттерме пултарнă ырă ĕçсене курмасăр ниепле те май çук.
Çынсене канăç паман ытларах ыйтăва татса парассипе хальхи вăхăтра наци проекчĕсем, вĕсен шайĕнче туса хатĕрленĕ федераци тата регион проекчĕсемпе программисем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çакна округ территорийĕнче пурăнакансем те асăрхаççех ĕнтĕ. Акă «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ шайĕнче юлашки çулсенче округ территорийĕнче республика çулĕсене те, муниципалитет çулĕсене те сахал мар юсаса нормативлă шая çитереççĕ. Кăçал вара «Тойкилтĕ – Кĕртекасси» çулăн Отарккă ялĕ патĕнчен иртекен çул участокне 2 километр юсама май килнĕ. Ĕçсене «Дорсервис» ООО пурнăçланă. Çынсене чылай çул калаçтарнă ыйту кăçал татăлнă теме юрать.
Çынсен ĕçмелли шыв ыйтăвне татса парассипе те территори пайĕнчи ялсенче юлашки çулсенче палăрăмлă ĕçсем туса ирттерме пултарнă. Николай Белов каласа панă тăрăх, ку тĕлĕшпе  Чăваш Республикин «Модернизация и развитие сферы жилищно-коммунального хозяйства» патшалăх программин «Модернизация коммунальной инфраструктуры на территории Чувашской Республики» хушма программи пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Республикăн асăннă программине хутшăнса Чуманкасси территори пайĕнче çуллен икĕ-виçĕ объектра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме, шыв уçламалли скважинăсем алтма, шыв башнисене çĕнетме тăрăшаççĕ.
Акă Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине проектсем тăратса юлашки çулсенче туса ирттернĕ ĕçсене кăна асăнар. Çĕньял Апаш ялĕнче шыв скважинине çĕнĕрен алтнă тата шыв уçламалли башньăна улăштарнă. Отарккăра та скважина çĕнĕрен алтнă тата башня улăштарнă. Якаткассинче те халĕ шыв скважини те çĕнĕрен алтни, шыв башни те çĕнĕрен туса лартни. Кун пек капиталлă юсав ĕçĕсене кăçал Исетерккĕре харăсах икĕ объектра туса ирттерме май килнĕ: Çĕнтерÿ 30 çул тултарнин урамĕнчи тата Емельянов урамĕнчи шыв башнисене çĕнетнĕ, скважинăсене çĕнĕрен алтнă. Тинех çынсене уйрăмах çу кунĕсенче канăç паман пĕлтерĕшлĕ ыйту ерипен татăлса пырать.
Республикăра 2017 çултан пурнăçа кĕме тытăннă пуçарулăх бюджечĕн программи те Чуманкасси тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн паян пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Мĕншĕн тесен вырăнти инфраструктурăна аталантарассипе ку е вăл ыйтăва татса пама кирлĕ укçа-тенкĕн ытларах пайне республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. Çитменнине республика пулăшнипе мĕнле ĕçсем туса ирттерессине ял çыннисем хăйсем суйласа илеççĕ, хăйсен укçи-тенкине те хываççĕ. Асăннă программăна хутшăнса урам хушшинчи çулсене юсаса йĕркене кĕртме, пĕвесене тасатма, шыв сечĕсене юсама тата ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерме меллĕ пулнине çынсем тĕрĕс ăнланаççĕ. Çавна май республика комиссине кун пек проектсем çуллен тăратаççĕ.
Акă çапла майпа 2021 çулта Исетерккĕ ялĕнчи Çĕнтерÿ 30 çул тултарнин тата Алексеевсен урамĕсене сыпăнтаракан урам çулне вак чул сарса хытарма тата Отарккăри Лесная урамра вăй-хала çирĕплетмелли тренажерсем вырнаçтарма май килнĕ. Пĕлтĕр Анаткас Апаш ялĕнче пурăнакансем хăйсем хутшăннипе пĕве патне пымалли çула юсаса йĕркене кĕртес, пушар машинипе шыв илмелли ятарлă площадка тăвас шухăшлă пулнă. Мĕншĕн тесен çу кунĕсенче пушартан асăрханассин ыйтăвĕ чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче. Сыхланакана Турă сыхлать тесе ахальтен каламан. Çапла вара 429 пин тенкĕлĕх ытла ĕçсене «Карьер-Регион» ООО туса ирттернĕ. Республика 257 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Ял çыннисене канăç паман ыйтăва чиперех татса пама май килнĕ.
Чуманкассинчи Урожайная урамра пурăнакансем те пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе хăйсен пĕвине тасатса патĕнчи территорие хăт кĕртес, пушар машинипе шыв илмелле тăвас тенĕ. Кунта ĕçсене Алексей Тимофеев уйрăм предприниматель туса ирттернĕ. Ĕçсем валли сметăпа пĕтĕмĕшле 800 пин тенкĕлĕхе яхăн уйăрнă пулсан, республика пулăшăвĕ ĕç 476 пин тенкĕ –  питĕ вырăнлă пулнă.
Пĕвесене тасатса территорие хăт кĕртес, пушар сÿнтермелли техника пымалли çулпа площадка йĕркелес ĕçсем кăçал малалла тăсăлнă. Пуçарулăх мелĕпех Шарпаш ялĕнче пурăнакансем иртнĕ кунсенче ялти пĕвене тасатса йĕркене кĕртнĕ. Ĕçсене Фаина Федорова уйрăм предприниматель строителĕсем пурнăçланă.
Кăçалах пурнăçа кĕртме май килнĕ тепĕр объект – Çĕньял Апаш ялĕнчи Ананий Кузьмин урамĕн çулне вак чул сарса юсани. Асăннă объектра юсав ĕçĕсене Александр Данилов уйрăм предприниматель туса ирттернĕ. Ĕçсен калăпăшĕ 600 пин тенкĕлĕхе яхăн пулнă.
Чуманкасси территори пайĕнче пурăнакансем çитес çул та пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе сахал мар ĕç туса ирттерме палăртаççĕ. 4 проект хатĕрлесе республика комиссине тăратнă ĕнтĕ. Вĕсем пурте – ялсенчи пĕвесене тасатса юсассипе, территорийĕсене хăтлăлатса тирпейлессипе çыхăннисем. Çапла вара 2024 çулта Истерккĕре харăсах икĕ пĕвене йĕркене кĕртесшĕн, иккĕшне те тасатмалла, пĕрне вара кунсăр пуçне юсамалла та пулать. Çавăн пекех тата Якаткассинче тата Чуманкассинче те пĕвесене тасатса юсама палăртаççĕ.
Республика программине хутшăнса татах тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттерме май килнине те асăнчĕ Николай Валерианович. Сăмах «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче туса хатĕрленĕ «Хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелесси» регион проекчĕпе пурнăçланă ĕç пирки. Çапла республикăран тата округ бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнипе территорири «Малыш» ача сачĕ патне кайма тротуар сарма май килнĕ. 1 млн та 700 пин тенкĕлĕхе яхăн ĕçсене Александр Чернов уйрăм предприниматель  строителĕсем пурнăçланă.
Ятарлă çар операцийĕ пырать. Çĕршывра мобилизаци пуçлансанах асăннă территори пайĕнче пурăнакансенчен те ытларахăшĕ фронта пулăшма тытăннă. Кам мĕнпе май килет, çавăнпа пулăшма тăрăшать – кам укçа-тенкĕпе, кам продуктсемпе, кам хамăрăн салтаксене вăрçă хирĕнче кирлĕ ытти хатĕрпе. Фронт валли маскировка сечĕсем çыхассине те йĕркеленĕ. Ку ĕçсене Отарккăра тата Чуманкассинче йĕркелесе пыраççĕ. Ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансем шанаççĕ, ĕненеççĕ – пурте пĕрле пулсан кăна çĕнтерÿ тума пулать. Тăван çĕршывăмăр историйĕ çакна лайăх çирĕплетет. Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй.
Вырăнти пуçлăхпа тĕл пулнă чухне вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, задачăсем çинчен те ыйтса тĕпчерĕм. Николай Валерианович палăртнă тăрăх, республика программисене хутшăнса юлашки çулсенче шыв башнисенчен ытларахăшне юсаса йĕркене кĕртме май килнĕ. Малашне вара ялсенчи шыв сечĕсене юсасси тĕп задачăсенчен пĕри пулĕ. Кунпа пĕрлех Исетерккĕ ялĕнче шыв пăрăхĕсене хумалла. Проектне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ, экспертиза тухнă. Ĕçсем 40 млн тенкĕлĕхе яхăн. Ыйтăва пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе татса пама йÿнех мар. Çавăнпа ĕçсене йÿнетмелли майсене шыраççĕ. Кунпа пĕрлех Чуманкасси масарне пысăклатма палăртнă. Çĕр участокне уйăрнă ĕнтĕ. Ку енĕпе те ĕçлемелле пулать. Пĕрлехи вăйпа  çак тата ытти ыйтусене те татса пама май пуласси иккĕлентермест.