Моргаушский муниципальный округ

«Туслă та ĕçчен халăх пурăнать пирĕн тăрăхра»

«Туслă та ĕçчен халăх пурăнать пирĕн тăрăхра»

Çапла каласа парать Муркаш муниципалитет округĕн Хорнуй территори пайĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова. Çаксем пуш сăмахсем пулманнине питĕ лайăх ăнланатăп. Асăннă территори пайĕнче Пĕрлехи информаци кунĕсенче те, вырăнти пуçлăх ял çыннисем умĕнче ирттерекен отчет пухăвĕсенче те, ытти мероприятисенче те пĕрре кăна пулман. Ытти çĕрте те пулма тивет. Çавăнпа та танлаштарса пăхма та май пур.

Ку тăрăхра пурăнакансен такам килсе туса парасса кĕтсе ыйтса ларас йăла çук. Ял çыннисем ытларах хăйсем çине шанаççĕ, хăйсем пуçарулăх кăтартаççĕ, вырăнти ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса пама тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен питĕ лайăх пĕлеççĕ: мĕн туни такам валли мар, хăйсем валлиех, хăйсен ырлах-пурлăхĕпе хăтлăхĕшĕнех. Пурнăç малаллах тăсăлать вĕт-ха. Малашне ял пурнăçне хăйсен ачисенех тăсас пулать.

Çитменнине тата юлашки çулсенче ял пурнăçне аталантарма çĕршыв шайĕнче те, республика шайĕнче те тĕрлĕрен программăсемпе проектсем туса хатĕрленĕ. Вĕсем сахал мар. Пулăшу мелĕсем те тĕрлĕ енлĕ. Вĕсене хутшăнасси вара вырăнти пуçлăх тăрăшулăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ку енĕпе Манефа Валериановнăна нихăш енчен те хурлама май çук.

Акă республикăн пуçарулăх бюджечĕн проектнех илер. Унта хутшăнса ку тăрăхра пурăнакансем иртнĕ çулсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене мĕн чухлĕ татса паман пулĕ, хăтлăх ĕçĕсем мĕн чухлĕ туса ирттермен пулĕ. Территори пайĕ пысăках мар тейĕпĕр, 4 ял кăна. Çуллен республика комиссине сĕнекен проекчĕсем вара 4 – 5-рен кая мар. Çапла вара ял çыннисем хăйсем те хутшăннипе кашни çулах шыв башнисене, урамсенчи шыв сечĕсене çĕнетеççĕ, çулсене йĕркене кĕртеççĕ, ытти ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Пĕлтĕр асăннă майпа ял çыннисен шыв ыйтăвне татса парассипе тĕллевлĕ ĕçлени палăрать. Территорире пурнăçа кĕртнĕ 4 проекчĕ те шыв башнисемпе шыв сечĕсене юсаса çĕнетессипе çыхăннисем. Хорнуй ялĕнче шыв башнине улăштарнă тата шыв сечĕн пĕр пайне юсанă, ĕçсене 3 млн та 100 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттернĕ. Тойкилтĕ ялĕнче шыв сечĕсене 1 млн та 200 пин тенкĕлĕх ытла, Шаптак ялĕнче 2 млн та 200 пин тенкĕлĕх ытла юсама май килнĕ. Асăннă 3 объектĕнче те ĕçсене «Техноэнергокомплект» ООО туса ирттернĕ. Платкассинчи шыв башнине «Энергетика» ООО улăштарнă. Кунта ĕçсене 1 млн тенкĕлĕх ытла пурнăçланă.

Унчченхи çул 5 проект пурнăçа кĕртсе Шаптакри Центральная урамра тата Хорнуйри Новая урамра шыв уçламалли башньăсене тĕпрен юсанă, Тойкилтĕри Западная урамра тата Хорнуйри Садовая урамра çулсене вак чул сарса хытарнă, Хорнуйри Çĕнтерÿ паркĕнче типей-илем, хăтлăх ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕн çул-йĕр фончĕ шучĕпе Хорнуйри Садовая урам çулне те юсама май килнĕ.

Кăçал вара Хорнуй территори пайĕнче пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пурнăçа кĕртекен 5 объектра ĕçсем пынă. Шаптак ялĕнчи 1-мĕш Набережная, 2-мĕш Набережная урамсенче çулсене вак чул сарса хытарнă, Хорнуй ялĕнче пушар пирсĕ вырнаçтарнă. Асăннă объектсенчи ĕçсене «Гудвилл» ООО пурнăçланă. Тепĕр 2 объектĕнче пĕлтĕрхи подрядчик строителĕсемех - «Техноэнергокомплект» ООО тăрăшнă. Хорнуй ялĕнчи Новая тата Козьмойская урамсенче, çавăн пекех Платкассинче шыв сечĕсене юсаса çĕнетнĕ.

Территори пайĕнче ытти сферăра та юлашки çулсенче калăпăшлă ырă улшăнусем сахал мар. Акă «Сывлăх сыхлавĕ наци проекчĕн «Малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассин системине аталантарасси» регион проекчĕпе 2021 çулта пирĕн районта харăсах 4 фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартрĕç. Вĕсенчен пĕри - Хорнуйĕнче. Унччен маларах Тойкилтĕре те çĕнĕ ФАП хута янăччĕ.

Кашни ФАП 70 ытла тăваткал метр лаптăк йышăнать. Вĕсенче пуринче те медицина персоналĕ валли те, ял çыннисене диагностика тухма тата сипленме те кирлĕ пур услови те туса панă. Ытларах чухне ял çыннисен Муркаш район больницине каймасăрах, хăйсем патĕнчех медицина пулăшăвĕ илме май пур.

Кăçал Тойкилтĕри ял библиотеки хăйĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарнă. Унта аслисем те, шкул ачисем те хаваспах çÿреççĕ. Тĕрĕссипе вăл Тойкилтĕ, Шаптак тата Платкасси ялĕсенче пурăнакансемшĕн культура центрĕ пекех пулса тăрать. Унта тĕрлĕрен мероприятисем, уявсем, литературăпа музыка каçĕсем йĕркелеççĕ.

Муркаш муниципалитет округ бюджетĕнчен укçа уйăрнипе кунта август уйăхĕнче калапăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килнĕ. Икĕ пÿлĕмре урай каштисене улăштарнă, урайне çĕнĕрен сарнă, стенасене штукатурка туса сăрланă. Çавăн пекех маччана та юсанă, алăксене, электричество сечĕсене тата светильниксене улăштарнă. Халĕ кунта хăтлă, çутă, ăшă. Паллă ĕнтĕ, туса ирттернĕ ĕçсем кунта татах ытларах вулакана явăçтарма май парĕç.

Вырăнсенче халĕ пĕр çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ ĕнтĕ. Сăмах - ТОС-сем пирки. Тĕрĕссипе вăл вырăнти влаç органĕпе çынсем хушшинчи тачă çыхăнăва тивĕçтерекен çыхăну звени пулса тăрать. Территори общество хăй тытăмлăхĕ вырăнсенчи чи активлă, хастар, халăх хушшинче хисеплĕ çынсене пĕр çĕре, пĕр чăмăра пухма пулăшĕ.

Ку енĕпе те Хорнуй тăрăхĕнче пурăнакансем Муркаш округĕнче пĕрремĕшсем. Хорнуйĕнчи Первомайская урамра пурăнакансем кун пек «Виктория» ТОС йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Унăн майĕсемпе усă курса пуçаруллă ял çыннисем тĕрлĕ программăсене хутшăнса территорие хăтлăрах тăвассипе самай калăпăшлă ĕçсем туса ирттерес шухăшлă.

Вырăнти ертÿçĕ чи пултаруллисене те асăнчĕ. Акă Юрий Сергеев, Светлана Матвеева старостăсем, Анатолий Касьянов активист ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ольга Синичкинăпа Галина Иванова вара ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сечĕ çыхассине лайăх йĕрклесе пыраççĕ.

Хăйсен тăрăхĕнчи паттăр ентешĕсене те ку тăрăхра пурăнакансем манăçа кăлармаççĕ. Акă Сергей Харькова тата Николай Скворцова асăнса хăйсем патĕнче хĕллехи спартакиада ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Кăçал та Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче - февралĕн 23-мĕшĕнче Хорнуйĕнче йăлана кĕнĕ спартакиадăна çÿллĕ шайра ирттернĕ. Кăçалхипе 14-мĕш хут иртнĕ вăл. Ăмăртусенче Хорнуй ялĕн урамĕсен пĕрлештернĕ командисем вăй виçнĕ. Участниксем - шкул çулне çитменнисенчен тытăнса пенсие тухнисем таранах.

Командăсем йĕлтĕрпе чупассипе, Скандинави мелĕпе утассипе, мини-футболла выляссипе, канат туртассипе, дартс енĕпе, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе, шашкăпа шахматла тата сĕтел çи теннисла выляссипе ăмăртнă.

Кунпа пĕрлех ял кунĕсем, ытти уявсем питĕ илĕртÿллĕ те асра юлмалла, массăллă иртеççĕ. Татах тепĕр хут ĕненетĕн: ку тăрăхра пурăнакансем пурте пĕрле пулса ĕçлеме те, культурăллă канма та, савăнма та пĕлеççĕ.